Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ.
Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ.
Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ.
Республика кунне кӑҫал Пӑрачкавра та ирттереҫҫӗ. Ҫав ятпа унта ирттерме палӑртнӑ мероприятисен шутӗнче бензин пӑчӑкӑпа йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касакансен «Фантазия из дерева» (чӑв. Йывӑҫран фантази) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль те пур. Ӑна «Этем тата ҫут ҫанталӑк» ятпа ирттереҫҫӗ.
Фестивалӗн арт-директорӗ — Евгений Акимов скульптор, Чӑваш Республикин халӑх промыслисен ӑсти, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кафедрин доценчӗ. Чулхула облаҫӗнчи Богородскри художествӑпа промышленность училищине хӑй вӑхӑтӗнче вӗренсе пӗтернӗскер тӗрлӗ шайри ӑӑмртусене хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫеҫ вӑл икӗ хутчен Германири конкурса хутшӑннӑ. Раҫҫейрен унта вӑл тата унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов хутшӑннӑ. Вӗсен скульптурине Германири Сотрум хулинчи парксенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
Пӑрачкаври фестиваль паян 15 сехетре хупӑнать.
Ӗнер Республика кунне халалласа ирттернӗ мероприятисен шутӗнче «Бизнес-Ӑнӑҫу» премипе чысланине те палӑртмалла. Ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ-ха. Анчах Шупашкаршӑн ку пулӑм — пуҫласа.
Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ. «Ылтӑн медаль» комплекчӗсем пурӗ ҫиччӗ пулнӑ. «Экспорта каякан чи лайӑх проект» номинацире Никита Пыхтенко (Шупашкарти «Гален» компани) Раҫҫейӗн экспорт центрӗ чысланӑ. Ытти номинацире палӑрнисенчен «Чи лайӑх интернет-проект» — Владимир Лидерманӑн (Шупашкарти «ИНСОЦ» компани), «Чи лайӑх производство проекчӗ» — Татьяна Максимован (Мускаври «ТРЕЛАКС» компани), «Чи лайӑх ял хуҫалӑх проекчӗ» — Патӑрьел районӗнчи Решит Санзяпов фермер. Кӳкеҫри «Энергия» компанири Татьяна Трофимована «Халӑх усламҫи» номинацире чысланӑ. Вӑл Мускаври пӗр банкра чылай ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗчӗк ачапа ларнӑ чухне перчетке кӑларма тытӑннӑ. 14 станок туяннинче пуҫӑннӑскер паян 160 станокпа паян уйӑхсерен 1 миллиона яхӑн перчетке кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш Ен паян хӑйӗн ҫуралнӑ кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлать. Хаваслӑ мероприятисем (концертсемпе фествиальсем) ҫеҫ мар, ӗҫлӗ ҫынсем валли экономика форумӗсем, куравсем те ӗҫлеҫҫӗ. Кама мӗн ҫывӑх, ҫавна курма пултарать. Ӗнер Шупашкарта юлашки вунӑ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пуҫланчӗ. Вӑл икӗ куна пырать. Фестивале Шупашкарти пиротехниксем ҫеҫ мар, Симферопольти, Бакури (Азербайджан), Питӗрти тата Екатеринбургри ушкӑнсем килнӗ. Уяв салючӗ ҫӗркаҫ Кӳкеҫри нумай хутлӑ хваттерсенчен те курӑнчӗ, сасси те аванах илтӗнчӗ.
Ҫӗр каҫах, 23 сехетре, чи лайӑх ушкӑна палӑртма ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав уҫнӑ. Вӑл паян 14 сехетре вӗҫленмелле. Хӑвӑр шухӑшӑра пӗлтерес тесен golos.cap.ru каҫӑпа кӗмелле.
Шупашкара Гена крокодилпа Чебурашка килнӗ. Паллах, вӗсем чӑн-чӑннисем мар.
Совет Союзӗнче ӳкернӗ мультфильм сӑнарӗсем кӳлмекре вырӑн тупнӑ. Вӗсене ятарласа Республика кунӗ тӗлне лартнӑ. Чебурашкӑпа Гена крокодила симӗс курӑкпа илемлетнӗ.
Атӑл хӗрринче пӗр-пӗрне юратакан мӑшӑра та курма пулать. Вӗсене те Чебурашкӑпа Гена крокодил евӗрех хатӗрленӗ. Вӗсем те симӗс тӗслӗ, мӗншӗн тесен курӑк евӗр япалапа илемлетнӗ. Кӳлмек ҫийӗн «кӑвакалсем» те вӗҫеҫҫӗ.
Кӳлепесене тимӗр каркасран хатӗрленӗ, газон курӑкне аса илтерекен пусмапа ҫыпӑҫтарнӑ. Вӑл хӗвел ҫинче ҫийӗнсе каймасть.
Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна саламламӗҫ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев салама Китай чӗлхипе те янӑраттарма хушнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара Китайран пысӑк делегаци килӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ.
Халӗ ӑнлантӑр пулӗ салама мӗншӗн Китай чӗлхипе те янӑраттарнине? Аякран килнӗ хӑнасем те капла ӑнланӗҫ. Сӑмах май, уяв умӗн 100 чарӑнӑва илемлетӗҫ. Кунсӑр пуҫне хитре 30 баннер пулӗ. Рабочисем ҫул ҫаврисене те илемлетеҫҫӗ. Хулари районсенче чечек лартнӑ 76 лапам пулӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫи Валентина Матвиенко Чӑваш Ен Элтеперне тата регионта пурӑнакансене Республика кунӗпе саламланӑ.
«Сирӗн промышленность та, ял хуҫалӑхӗ те ҫирӗп аталаннӑ. Шупашкарти электроаппарат савучӗ, агрегат савучӗ, Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗ, «Промтрактор», «Химпром» тата ытти предприятисем пур, вӗсем курӑмлӑ тата тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантарассипе пысӑк проектсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ», — тенӗ саламра.
«Малашне те республикӑра пурӑнакансем аслӑ ӑрусен йӑли-йӗркисене тытса пырса, регион аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлессе шанатӑп», — ҫырнӑ саламра Матвиенко.
Федераци Канашӗн Ертӳҫи малашне те ӑнӑҫу, Тӑван ҫӗршыв, тӑван тӑрӑх ырлӑхӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.
Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ача-пӑча хорӗ юрлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анне палӑкӗ умӗнче иртекен мероприятире 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килет, вӗсенчен пӗр ушкӑнӗ паян килнӗ.
Республикӑн Культура министерствин халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ Татьяна Дмитриева «Хыпар» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар пуян пулӗ: «Пусть всегда будет солнце» юрӑран пуҫласа «Вместе весело шагать» таранах.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пин ачаран чӑмӑртаннӑ хор чӑвашла та шӑрантарӗ: чи малтанах — Чӑваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланӑ Гимнне, унтан — ытти кӗвӗ-ҫемӗне, ҫав шутра Филипп Лукин композиторӑн «Тӑри» юррине.
Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ.
Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем.
Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ.
Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |